В МБОУ "Яльчикская СОШ" дан старт Неделе Чувашского языка и литературы

В МБОУ "Яльчикская СОШ" дан старт Неделе Чувашского языка и литературы

 Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

Тĕллевĕ: ачасене чăваш халăх чĕлхине, историне, йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентесси.  Вĕренекенсем эрнен ĕç планĕпе паллашрĕç,  тăван чĕлхе çинчен сăвăсем шăрантарчĕç.

  Чăваш Республикинче 1992 çултанпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи эрнине  халалласа Федорова В.В. библиотекарь «Чăваш ҫĕрĕ – ҫĕр пин  тĕрĕ ҫĕршывĕ» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ, ал-ĕҫĕсен выставки уҫăлчĕ.Халăх вĕрентекенĕ Петр Никифорович Чернов 95 ҫул тултарнине халалласа «Чăваш эрешĕсем математикăра» ятпа питĕ кăсăклă курав иртрĕ.Чăваш тĕррин илемлĕхне ачасем  математикăра та курма пултарчĕҫ.

Чăваш эрнине халалласа районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе «Чăваш тĕррин пĕлтерĕшĕ»ятпа семинар иртрĕ.Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăҫ тымарне тĕпчеме, упрама вĕренмелле тесе палăртрĕҫ вĕрентекенсем.Вĕсем «Наука фейерверкĕ» проектпа килĕшÿллĕ йĕркеленĕ куравпа паллашрĕҫ,мастер классенче хутшăнчĕҫ.Ачасен хаваслă юрри-ташши пурин кăмăлне те уҫса ячĕ.

  Ку эрнере вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартса, конкурссенче çĕнтерсе громотăсене тивĕçме пултараççĕ.