Елчĕкри вăтам шкулта презентаци конкурсĕ иртрĕ

Елчĕкри вăтам шкулта   презентаци конкурсĕ иртрĕ

Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла тăсăлать. Ҫемье тата Экологи ҫулталăкне халалласа «Манăн юратнă ҫемье», «Ытарайми тăван тавралăх» ятпа презентаци хӳтĕлевĕ иртрĕ.Вĕренекенсем кашни хăйĕн ҫемйи ҫинчен презентаци йĕркеленĕ.Хатĕр ĕҫсене ыттисен умĕнче хӳтĕлеме питĕ кăсăклă пулчĕ.Вĕренекенсем ҫак пурнăҫра  чи кирли ҫемье пулнине хăйсем куҫĕпе курса ĕненчĕҫ. «Кашни ҫын хăйĕн ҫемйине упрамалла,хаклама тăрăшмалла,мĕншĕн тесен йывăр вăхăтра  пулăшаканĕ, алă тăсаканĕ яланах ҫемье пулĕ»,-тесе пĕтĕмлетрĕҫ юлашкинчен вĕренекенсем.

      Ҫакăн евĕрлĕ ĕҫсем ачасен тавра-курăмне анлăлатаҫҫĕ, шухăшлавне ҫивĕчлетеҫҫĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи ҫыхăнăва ҫирĕплетеҫҫĕ.

      Ҫакăн пекех вĕренекенсем И.Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕпе паллашрĕҫ. «Ҫемье вăл-патшалăх чаракĕ» - халал сыпăкĕсене виҫĕ чĕлхепе вуларĕҫ. И.Я. Яковлев - вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Чăнах та, ҫемье тĕрекĕнчен кашни ҫын тĕрекĕ, ҫĕр-шыв тĕрекĕ килет. Ҫемье сывлăшĕ – кашни ҫын сывлăшĕ, ҫĕр-шыв сывлăшĕ.

      Вĕрентекенĕмĕр халалласа каласа хăварнине пирĕн нихăҫан та манма юрамасть. Вăл вĕрентсе каланисем паянхи кун та питĕ вырăнлă: ҫемьене упрамалла, ним ҫукран харкашмалла мар, тăван чĕлхене юратмалла.

       «Чăваш халăхне» чун халалĕ пирĕншĕн пурнăҫ кĕнеки пулса тăчĕ. Пире, ҫамрăксене, ăс парать, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтпе пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă ҫитĕнӳсем тума хавхалантарать.