Елчĕкри вăтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ

Елчĕкри вăтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ

2024  ҫулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн  Çемье çулталăкне,Чăваш Республикин Экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлес ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Елчĕкри вăтам шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.

  Диктант тексчĕ валли Ҫемен Элкерĕн «Вăрман пурнăҫĕ»  хайлаври сыпăка çырчĕç. «Тăван радио» тата Наци радиовĕнчи диктант текстне тӱрĕ эфирта вуланине итлеме май килчĕ.

  Чăваш чĕлхине пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта  120  вĕренекене яхăн  тата вĕрентекенсем  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» конкурса хутшăнчĕç. Чи пултаруллă ачасем йăнăшсăр çырма пултарнине тĕрĕслерĕç. «Пĕр йăнăшсăр çыракан ача» ята 7-8  классем хушшинче -32 вĕренекен, 9-11 классем хушшинче-31 вĕренекен тивĕҫрĕ. Тăван чĕлхемĕрпе тăван культурăна упраса аталантарас ĕҫе малашне те хастар хутшăнасса шантарчĕҫ вĕрентекенсемпе вĕренекенсем.

  Диктант çыртарни вĕренекенсен орфографи пĕлĕвĕпе хăнăхăвне çирĕплетсе тарăнлатать, «типлă» йăнăшсенчен хăтарать, лексикине пуянлатать, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ те ӱсет.